Контент патне куҫ

Пыл

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пичетлемелли версипе урӑх усӑ курмастпӑр, унта йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ. Браузерӑн суйласа илнисене ҫӗнетӗр та ҫакӑн вырӑнне браузерӑн ахаль пичет функцийӗпе усӑ курӑр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пыл (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Пыл
Apis mellifera
Пыл курки тата американ бисквит пылĕ
Пыл курки тата американ бисквит пылĕ
Компонентсем
Кирлисем нектар
Шаблон:Карточка/Викикĕнеке
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар
Пыл карасĕ.
Лианă çинче пыл пуçтаракан«Бикорп çынни». 8000 çул авалрах Валенси патĕнчи çĕр хăвăлĕнчи ӳкерчĕк

Пыл (Apis mellifera) — пыл хурчĕн пĕсехинче варăшнă нектартан пулса тăнă япалаш.

Классификаци

Пыл çапла уйрăлса тăрать:

  • епле пулнипе
  • тава сăнĕпе
  • консистенципе (тачăлăхĕпе)
  • тĕсĕпе тата янкăрĕпе
  • тутипе тата шăршипе.

Епле пулнипе

Сĕткен пухакан пыл хурчĕ

Пухни енĕпе çутçанталăк пылĕ чечек тата падевый (?) пулать.

Чечек тата падь пылĕ

Пыл çӳçшĕн те усăллă

"Ылтăн сиплевçĕ",- теççĕ çынсем пыл пирки. Шăнса пăсăлсан ăна сĕтпе вĕретсе ĕçсен,вар- хырăм чирĕсемпе аптăрасан ирсерен пĕрер кашăк хыпаççĕ. Тĕрлĕ енлĕ усăллă çимĕçе пите те, çӳçе те сĕреççĕ.

Анчах пылпа косметика хатĕрĕ пек усă куриччен тĕрĕслĕр:аллерги памасть- и? Пĕр тумламне чавса хуçланакан вырăна сĕрĕр.Ӳт хĕрелмерĕ, шыçса каймарĕ тĕк, хăюллăнах пылпа тĕрле питлĕх тума пултаратăр.

Менле пике илемлĕ те хулăн çӳç пирки ĕметленмест? Анчах кашниех унпа мухтанаймасть.Пĕрисене çут çанталăк илемлĕ çӳç парнелет, теприсен вара самай тăрăшма тивет.

Çуллă çӳç. Ӗнер кăна пуç çунăччĕ, паян вара çӳç йăлтăртатмасть, çулланса тăрать. Мĕн тумалла? Малтанлăха сăлтавне пĕлмелле. Ахăртнех, сирĕн организмри япаласен ылмашăвĕ пăсăлнă. Терĕс те вăхăтра апатланма тăрăшăр. Пылак çимĕç, газ хушнă шыв, чипсă пачах ан туянăр. Какай ытларах çиме тăрăшăр — выльăх-чĕрлĕх белокĕ çӳçшĕн питĕ усăллă. Эрнере пĕрре пылран питлĕх тума ан ӳркенĕр. Пуçа çăвас умĕн пыл хушнă кĕвĕлнĕ сĕт е кефир сĕрмелле те ал шăллипе чĕркемелле.

Типĕ çӳç. Вăл йалтăртатмасть, икĕ вĕçленет, хуçăлать. А, В, С витаминсем, белокпа микроэлементсем çитмесен çапла пулать. Рациона пуянлатăр, пĕрмай диета çинче ан ларăр. Сĕтел çинче пахча çимĕç, улма - çырла, сыр-чăкăт, чăх какайĕ ан татăлтăр. Касторка, олива тата миндаль çăвне 1 апат кашăкĕ пылпа пăтратăр та пуçа сĕрĕр, вĕри шывра йĕпетсе хытă пăрнă ал шăллипе чĕркĕр. Тепĕр сехетрен шывпа çуса ярăр та çăмарта е кĕвĕлнĕ сет сĕрĕр. Каллех ăшă шывпа çăвăр.

Юлашкинчен çӳçе чейпе е çăка чечекĕ, салтак тӳми, вĕлтĕрен, хупах, хурăн çулçи, пĕтнĕк шывĕпе чӳхемелле. Çак сĕнӳсемпе усă курнă хыççăн çӳç илемлĕн йăлтăртатĕ.Пыл илемленме те сипленме те пулăшать. Алă айĕнчи хатĕрпе тĕрĕс усă курма çеç пĕлмелле.

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

  • П. С. Щебрин, "Пчеловодство", 1956.
  • Мёд // Большая российская энциклопедия. Том 19. — М.: 2011.
  • Мед пчелиный // Словарь-справочник пчеловода / Сост. Н.Ф. Федосов. — М.: Гос. издат. сельскохоз. лит-ры, 1955.
  • Мед искусственный. Мед пчелиный // Товарный словарь. Том 5 / Гл. ред. И.А. Пугачев. — М.: Госторгиздат, 1958.
  • Кривцов Н. И. Продукты пчеловодства для здоровья / Н. И. Кривцов, В. Н. Крылов, В. И. Лебедев, С. С. Сокольский. Краснодар: «Агропромполиграфист», 2002. 272 с.
  • Теория и средства апитерапии / Крылов В. Н., Агафонов А. В., Кривцов Н. И., Лебедев В. И., Бурмистрова Л. А., Ошевенский Л. В., Сокольский С. С. ; Рос. акад. с.-х. наук, НИИ пчеловодства, М-во образования и науки Рос. Федерации, Нижегор. гос. ун-т им. Н. И. Лобачевского. — Москва : Комильфо, 2007. — 295 с. — ISBN 978-5-903535-03-3
  • Щербина П. С. Пчеловодство. — 1956.
  • ГОСТ 31766-2012 2020 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.. Мёды монофлорные. Технические условия

Асăрхавсем

Каçăсем