Контент патне куҫ

Азербайджансем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Азербайджансем
azərbaycanlılar آذربایجانلیلار
Ахундов Гаджибеков Саттар-хан Натаван Шихлинский
Бакиханов Мамедова Ашуг Алескер Али Хаменеи Нариманов
Самед Вургун Ибрагимбеков Шахрияр Фарах Диба Мамедбекова
Нахичеванский Расулзаде Вагит Алекперов Ахмед Кесрави Гусейн-заде
Керимов Алмасзаде Бахрамов Гейдар Алиев Таир Салахов
Тăван ячĕ азербайджанлылар
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ

Пурӗ: 29[1] — 31 млн. пуçласа[29] 35 — 40 млн. çити[30][31]
Иран Иран:
11 — 15 млн. пуçласа
23 — 28 млн. çити (хак.)[1][2][3]

Азербайджан Азербайджан:
 8 172 800 (2009 ç.)[4]
: 800 000. (оц.)[5]
РФ:   603 070 (2010 ç.)[6], 621 840 (2002 г.)[7]

АПШ: 5 553—500 000 çын[9]
Грузи Грузи: 284 761 (2002 ç.)[10]

Канада Канада: 3 465.[11]-275,000.[12]

Германи Германи: 15 219 (2006 ç.)[13] - 140,000[14]

Казахстан: 85 292 (2009 ç.)[15]
Украина Украина: 45 176 (2001 ç.)[16]
Узбекистан: 36 000.(хак.)[17][18]
Туркменистан Туркменистан: 36 000.(1995)[19][20]
Нидерландсем Нидерландсем: 17 000[21]
Шаблон:Ялавлани/Киргизи: 17 267 (2009)[22]
Аслă Британи Аслă Британи: 15 000[23]
Беларуç Беларуç:  5 567 (2009 ç.)[24]
Латви Латви:  1 759 (хаклав, 2010)[25]
Австри Австри:  1 000.[26]
Таджикистан Таджикистан:  800 (2000 ç.)[27]

Австрали Австрали:  300[28]
Чĕлхе Азербайджан
Тĕн Ытларахăшĕ мăсăльман-шиитсем[32]; сахалрахăшĕ — мăсальман-суннитсем[33].
Расă тĕсĕ Европа евĕр расă (Каçпи кĕçĕн тĕсĕ)
Тăван халăхсем чĕлхепе: гагаузсем, турккăсем, туркменсем[34]
Этнос ушкăнĕсем айрумсем, афшарсем, баятсем, карадагсем, карапапахсем, кашкайсем, терекеменсем, шахсевенсем

Шаблон:Азербайджансем

Азербайджансем, 1860
Ӳкерчĕк:Azeri language.png

Азербайджа́нсем (азерб. azərbaycanlılar)[35][36][37][35]тĕрĕк чĕлхиллĕ Азербайджан Республикинчи тĕп, çурçĕр-анăç Иранăн чылай йыш халăх. Пур йышĕ — 24 миллион çын[33]. Антропологи енĕпе чылай азербайджан каçпи тĕсĕ шутне кĕрет.

Пурăнакан çĕрсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Азербайджанра 8 миллион ытла çын пурăнать. Патшалăхра вĕсен шайĕ 91 % пулать. Азербайджансăр пуçне, азербайджансем Иран çĕрне йышăнаççĕ, унта вĕсем Анăç Азербайджан, Тухăç Азербайджан, Ардебиль, Зенджан провинцисенче нумайрахăшĕ пурăнать , çаплах Курдистан тата Хамадан провинцисен тухăç районĕсенче, Казвин провинцин çурçĕр районĕсенче кил-çурт çавăрнă. Пысăк азербайджан пĕрлĕхĕсем Тегеран, Кередж, Мешхед хулисенче те пур.

Раççейре азербайджансем тахçанах Кăнтăр Дагестанра пурăнаççĕ, Дербент районĕнче ытларахăшĕ (55,7 %) пулаççĕ тата Табасаран (18 %), Рутул (4 %, Анат Катрух аулĕ) тата Кизляр (3 %, Мăн Бредихи тата Перси аулĕсем) районĕсенче те пурăнаççĕ. Совет вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче шалти иммиграцине пула тата Азербайджанран тата урăх республикăсенчен куçса килнипе халĕ азербайджансем тĕрлĕ йышпа Раççейĕн чылай территоринче палăраççĕ (тĕплĕнрех Раççейри азербайджансем статьяна вулăр).

Грузиире азербайджансем, Тбилисисĕр пуçне, кăнтăр, кăнтăр-тухăç тата ва районĕсене: Марнеули, Болниси, Дманиси, Гардабани (çак тăватă районта вĕсем абсолютлă е кăшт нумайрахăш шутланаççĕ), Сагареджо, Каспи, Мцхета, Цалка, Лагодехи, Карели, Тетри-Цкаро, Гори тата Телави йышăнса пурăнаççĕ. Азербайджансем çаплах Рустави тата Дедоплис-Цкаро хуласенче пурăнаççĕ.

Эрмен-азербайджан хирĕçĕвĕччен (1988) азербайджан çыннисем пурăнакан вырăнсем нумай Эрмени регионĕсенче пулнă, (тĕплĕнрех пăхăр Эриенири азербайджансем), çав шутра Ереванра, унта вĕсем 1897 çулчен пысăк этнос ушкăнĕ шутланнă.[38]

Турцири азербайджансем Эрменипе юнашар районсене: Карс тата Игдыр провинцисене тата Эрзурум провинцин Шенкая тăрăхне йышăнса пурăнаççĕ. Совет тапхăрĕ хыççăн Азербайджанран куçса пынипе азербайджансем Турцин чылай хулисенче вырнаçрĕç.

Туркменистанра азербайджансем уйрăмах пĕрле Туркменбаши (Красноводск) тата Ашхабад хуласенче вырнаçнă.[39]

Унсăр пуçне азербайджансем Европăра, АПШ-ра, Канадăра, Украинăра, Узбекистанра, Казахстанра тата урăх СССР-та пулнă урăх республикасенче вырнаçнă.

Тĕрĕксем Тухăç Кавказ Лешьенне кĕнипе вырăнти йăхсем тĕрĕкленеççĕ те ХI—ХIII ĕмĕрсенче тĕрĕк чĕлхиллĕ азербайджан халăхлăхĕ çуралать[40]. Азербайджансен этногенезне иран халăхĕсем, çаплах кавказ албанĕсем тата урăх кавказ чĕлхиллĕ халăхсем хутшăннă[41]. Азербайджан халăхлăхĕ XV—XVI ĕмĕрсенче, Сефевсен тапхăрĕнче[42], хормăланасси вĕçленет. XIXXX ĕмĕр вĕçĕнче официаллă раççей докуменчĕсенче азербайджансене туçи тутарĕсем, мăсăльмансем, кавказ лешьен тутарĕсем, ăслăх-этнографи ĕçĕсенче — адербейджан е азербайджан тутарĕсем, тĕрĕксем, азербайджансем тенĕ[43].

Антропологи енĕпе чылай азербайджан европа евĕр расăн ĕнчĕ-иран турачĕн каçпи кĕçĕн тĕсĕ пайне кĕрет.

«Азери» ят авалтанах паллă пулнă. Унпа Персин Азербайджан провинцинчи тĕрĕксемпе хутшăнса кайиччен хальхи талыш тата çухалнă килит чĕлхисене çывăх азери чĕлхипе пупленĕ, иран чĕлхипе калаçакан çынсене палăртнă[44]. Хăш кӳршĕ халăхсем, çав шутра тĕрĕксем те азербайджансенев «азери» теççĕ. Темиçе этнографи ушкăнĕ — карапапахсем, айрумсем, падарсем, шахсевенсем, карадагсем тата урăх. те[45]. Раççейре вĕсене «ту тутарĕсем» тенĕ. Азербайджанра «азербайджан тутарĕсем», е «азербайджансем» термина, пĕрремĕш хут 1891 çулта «Кешкюль» либераллă баку хаçачĕ кĕртнĕ[46]. XIX ĕмĕрĕн вĕçенчен пуçласа XX ĕмĕр пуçламĕшĕчченех «азербайджансем» терминпа этнографсем усă кураççĕ[47][48]. Кавказ тĕрĕкĕсен «азербайджансем» хорми 1930-мĕш çулсенче çирĕпленет.

1918 çулта Кавказ Лешьен сеймĕн азербайджан фракцийĕ, (официаллă «кавказ-тутар»), хăйĕн çĕршывăн «Азербайджан Демократи Республики» (АДР) ирĕклĕхне пĕлтерет. Авал вăхăтра хальхи АДР територийĕ историре Арран ятпа паллă пулнă[49][50] (авалхи Кавказ Албанийĕ, пирĕн эрăччен I ĕмĕр) тата Ширван, çаплах Азербайджан истори хоронимĕ Араксран кăнтăралла [51] Тебриз, Ардебиль хуласемпе Урми кӳлĕ çĕрĕсене, тепĕр сăмахпа авалхи Атропатенăна асăннă. Атропатена хăйĕн ятне авалхи Атропат (Атурпата) тăрăм ятĕнчен илнĕ. Каярах авалхи перс чĕлхинче хоронима арапла улăштараççĕ (Атурпаткан-Адурбадган-Азербиджан-Азербайджан витĕр).[52] Монголсем айĕнчи Азербайджан тесе хăш чухне Арранăн кăнтăр пайне те палăртнă. Çапах та, 1918 çулченех Кавказ Лешьен территоринче «Азербайджан» истори-географи е политика йĕркелу топонимĕпе Азербайджан перси провинцине палăртнă[53][54][55][56][57][58][59][60]. XX ĕмĕрте «Кăнтăр Азербайджан» тата «Çурçĕр Азербайджан» палăртусене пурнăçа кĕртеççĕ. Кемалистсем (каярах Совет Союзĕ те) истори Азербайджанĕпе кăнтăр-тухăç Кавказ Лешьен çĕрне пĕр патшалăха пухасшăн пулнă[61].

Чĕлхи — азербайджан е азери, тĕрĕк чĕхисен кăнтăр-анăç (огуз) турачĕ шутĕнче пулать, персипе арап сĕмĕ питĕ вăйлă сисĕнет. Азербайджанла Азербайджанăн 95 % çынĕ калаçать. Диалект ушкăнĕсем: тухăç, анăç, çурçĕр тата кăнтăр. Азербайджансем хушшинче çаплах вырăс чĕлхи (Азербайджанра, Раççейре, Грузире), перси чĕлхи (Иранра) тата турккă чĕлхи саралнă. XX ĕмĕр тăршшипех азербайджан чĕлхин çырулăхĕ виçĕ хутчен — малтан латин, кайран — кириллица графикинчен (1958 çулта çак алфавита кириллица çинчи, азербайджан чĕлхине вырăнлăрах алфавит çине куçарнă). 1991 çулта Азербайджанра латин алфавичĕпе усă курма тытăнаççĕ.

Азербайджансен чылайăшĕ (иран тата кавказăн чылай пайĕн азербайджанĕсем) шиит ăнлантаруллă (джафар мазхабĕ) ислам йĕркипе кĕл тăвать. Суннитсем (ханафитсем) Азербайджанăн çурçĕр, çурçĕр-тухăç тата хăшпĕр вар районĕсенче пурăнаççĕ. Грузири тата Турцири азербаджан халăхĕ шиит, çаплах суннит ăнлантаруллă ислама йышăннă. Çаплах пĕчĕк йышлă бахайсем, христиансем тата сăртăшсем пур.

Кулленхи пурнăç

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Тебриз азербайджанĕсем тĕртнĕ кавир

Хула çыннисем кавир тĕртеççĕ, ылтăн тата ахах-мерчен ĕçĕпе тертленеççĕ, йывăçпа чула ăсталаççĕ,[62] XIX ĕмĕртен пуçласа — промăçлăх ĕç-пуçĕ çĕкленет; ял хуçалăхĕ — çĕр ĕçĕ, мамăк çитĕнтересси, сад ĕçĕ, иçĕм çитĕнтересси, пурçăн тăвасси,сурăх çăм, какай туса илесси, шултра выльăха ĕрчетесси. Паллă тырă культурисем — тулă, урпа, рис, çаплах вир, ыраш, кукуруза, сĕлĕ.

Азербайджансен чылайăшĕ халĕ хуласенче пурăнать. Ялсем саралса выртаççĕ, тусем çинче терраса евĕр, тӳрем тăрăллă чул çуртсем. Ту çинчи, айлăмри аулсенче çуртсене йывăç тата черепица тăрăллă çуртсем. Çурт-йĕр тумалли материалсем — чул тата шăрантарнă кирпĕч.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1 тата 2 Joshua Project Ethnic People Groups of the Turkic Peoples Affinity Bloc. Joshua Project. çăлкуçран архивланă 25 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 3 Пуш уйӑхӗн 2009.
  2. ^ Ethnologue report for language code: azb
  3. ^ Iran — People Groups. Joshua Project
  4. ^ Переписи населения Азербайджана 1979, 1989, 1999, 2009 годов
  5. ^ «Turkey: Religions & Peoples», Encyclopedia of the Orient (retrieved 7 June 2006)
  6. ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Официальный сайт Всероссийской переписи населения 2010 года. Информационные материалы об окончательных итогах Всероссийской переписи населения 2010 года
  7. ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Всероссийская перепись населения 2002 года. Федеральная служба государственной статистики. çăлкуçран архивланă 21 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 29 Раштав уйӑхӗн 2009.
  8. ^ Включая Хантă-Манси тата Ямал-Ненец автономи тăрăхĕсем; без них численность азербайджанцев в Тюменской области (юг) — 8282 чел. (2010 г.) и 8918 çын (2002 ç.)
  9. ^ http://www.irex.org/system/files/Baghirova_VOA.pdf
  10. ^ 1, 2 тата 3 State Statistics Department of Georgia: 2002 census (retrieved 16 July 2006)
  11. ^ «Population by selected ethnic origins, by province and territory (2006 Census)». statcan.gc.ca. 2009-07-28. http://www40.statcan.gc.ca/l01/cst01/demo26a-eng.htm. Retrieved 2010-09-10. NB Canadian census on ancestry may not reflect current ethnic affiliation in Canada. (retrieved 7 June 2006). In the 2006 census, 1,480 people indicated 'Azeri'/'Azerbaijani' as a single response and 1,985 — as part of multiple origins.
  12. ^ http://www.azembassy.ca/ada/2008/ADA_8102.pdf
  13. ^ Startseite - Statistisches Bundesamt (Destatis)
  14. ^ Diaspora
  15. ^ Агентство Республики Казахстан по статистике. Перепись 2009. (Национальный состав населения.rar)
  16. ^ Всеукраинская перепись населения 2001 года. Распределение населения по национальности и родному языку. Государственный комитет статистики Украины. çăлкуçран архивланă 25 Ҫурла уйӑхӗн 2011.
  17. ^ Этнический атлас Узбекистана
  18. ^ По переписи 1989 г. в Узбекистане было 44,4 тыс. азербайджанцев ([1])
  19. ^ People Population census of Turkmenistan 1995, Vol. 1, State Statistical Committee of Turkmenistan, Ashgabat, 1996
  20. ^ CIA — The World Factbook
  21. ^ http://web.archive.org/web/20110706131529/http://mfa.gov.az/eng/downloads/bilaterial/Netherlands.pdf
  22. ^ National Statistical Committee of Kyrgyz Republic 2009.
  23. ^ cache:Jwobw381IYMJ:www.angelfire.com/az3/AzeriVoice/newsletter2.doc «azeris in britain» — Google Search
  24. ^ Перепись населения Республики Беларусь 2009 года. НАСЕЛЕНИЕ ПО НАЦИОНАЛЬНОСТИ И РОДНОМУ ЯЗЫКУ. belstat.gov.by. çăлкуçран архивланă 3 Нарӑс уйӑхӗн 2012.
  25. ^ Распределение населения Латвии по национальному составу и государственной принадлежности на 01.07.2010 (латыш.)
  26. ^ Azerbaijan Ministry of Foreign Affairs: Azerbaijan-Austria relations: Diaspora Info (February 2008). NB Of these, about 70-75 % are Iranian Azeris, 15-20 % are Turkish Azeris and 5-10 % are Azeris originally from Azerbaijan and the former Soviet Union.
  27. ^ Михаил Тульский Итоги переписи населения Таджикистана 2000 года: национальный, возрастной, половой, семейный и образовательный составы. «Демоскоп». çăлкуçран архивланă 25 Ҫурла уйӑхӗн 2011.
  28. ^ 2006 Australian Census. NB According to the 2006 census, 290 people living in Australia identified themselves as of Azeri ancestry, although the Australian-Azeri community is estimated to be larger. . Retrieved 1 April 2008.
  29. ^ WebCite query result
  30. ^ Azerbaijanis POPULATION
  31. ^ Azerbaijani world
  32. ^ Tore Kjeilen Azerbaijanis. Looklex Encyclopaedia. çăлкуçран архивланă 25 Ҫурла уйӑхӗн 2011.
  33. ^ 1 тата 2 Boyle, Kevin and Juliet Sheen. Freedom of Religion and Belief. Routledge, 1997. ISBN 0-415-15978-4; p. 273
  34. ^ АЗЕРБАЙДЖАНСКИЙ, ЯЗЫК АЗЕРБАЙДЖАНСКИЙ ЯЗЫК. — «входит в огузскую группу данного семейства и совместно с являющимися ближайшими родственниками турецким, туркменским и гагаузским языками по территориальному принципу составляют юго-западную группу ареала тюркских языков»  çăлкуçран архивланă 26 Нарӑс уйӑхӗн 2013. Тĕрĕсленĕ 15 Нарӑс уйӑхӗн 2013.
  35. ^ 1 тата 2 Азербайджанцы. Большая Советская Энциклопедия.
  36. ^ Helena Bani-Shoraka. «Language Policy and Language Planning: Some Definitions» in Annika Rabo, Bo Utas. The Role of the State in West Asia, Swedish Research Institute in Istanbul, 2005, ISBN 91-86884-13-1, 9789186884130, p. 144
  37. ^ Stephan Thernstrom, Ann Orlov, Oscar Handlin. Harvard Encyclopedia of American ethnic groups, Harvard University Press, 1981, p. 171, quote: In their homeland the Azerbaijanis, or Azeri Turks as they are sometimes called…
  38. ^ (Вырăсла) Энциклопедия Брокгауза и Ефрона: Эривань
  39. ^ Р.Назаров. Национальные диаспоры в Туркменистане 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ..
  40. ^ История Востока. В 6 т. Т. 2. Восток в средние века.М., «Восточная литература», 2002. ISBN 5-02-017711-3
  41. ^ Central Asian Survey: The Journal of the Society for Central Asian Studies (1982, с. 437).
  42. ^ История Востока. В 6 т. Т. 2. Восток в средние века.М., «Восточная литература», 2002. ISBN 5-02-017711-3
  43. ^ Энциклопедия Брокгауза и Ефрона
  44. ^ V. Minorsky, Studies in Caucasian history, Cambridge University Press, 1957, pg 112
  45. ^ Большая советская энциклопедия(ĕçлемен каçă)
  46. ^ Шнирельман В. А. Войны памяти: мифы, идентичность и политика в Закавказье. Москва, ИКЦ „Академкнига“ 2003 Стр. 34
  47. ^ Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона
  48. ^ ЭСБЕ, статья тюрки
  49. ^ V. Minorsky. Caucasica IV. Bulletin of the School of Oriental and African Studies, University of London, Vol. 15, No. 3. (1953), p. 504
  50. ^ Encyclopædia Iranica. C.E. Bosworth. Arran 2008 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
  51. ^ [2] 2009 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
  52. ^ Всемирная история, т. III. М., 1957, стр. 132
  53. ^ V. Minorsky, „Ādharbaydjān (Azarbāydjān).“ Encyclopaedia of Islam. Edited by: P.Bearman, Th. Bianquis, C.E. Bosworth, E. van Donzel and W.P. Heinrichs. Brill, 2007
  54. ^ The Paths of History — Igor M. Diakonoff, Contributor Geoffery Alan Hosking, Published in the year 1999, Cambridge University Press, p. 100
  55. ^ Extracts from a Memorandum on the Country of Azerbaijan By Keith E. Abbott, Esq., H.M. Consul-General in Persia. [Communicated by the Foreign Office.] Proceedings of the Royal Geographical Society of London, Vol. 8, No. 6. (1863—1864), pp.275-279.
  56. ^ Encyclopædia Iranica. X. D. Planhol. Azerbaijan. Geography 2007 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
  57. ^ В. В. Бартольд. Сочинения. T.II, ч. I, Москва, 1963, с.703
  58. ^ ЭСБЭ, ст. „Адербиджан“
  59. ^ Ben Fowkes, Ethnicity and ethnic conflict in the post-communist world (Basingstoke: Palgrave, 2002) pg 30
  60. ^ (Bert G. Fragner, ‘Soviet Nationalism’: An Ideological Legacy to the Independent Republics of Central Asia ’ in» in Van Schendel, Willem(Editor). Identity Politics in Central Asia and the Muslim World: Nationalism, Ethnicity and Labour in the Twentieth Century. London , GBR: I. B. Tauris & Company, Limited, 2001.)
  61. ^ Бартольд, т. 29, стр., 703
  62. ^ НАРОДЫ ДАГЕСТАНА. Lakia.net. Тĕрĕсленĕ авăн, 15, 2006