Саранск
Саранск | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Мордва Республики |
Никĕсленĕ: | 1641 |
Хула, çултан: | 1651 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 299,2 (2005) |
Хула лаптăкĕ: | 71,5 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 54°11′ ç. ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 45°11′ х.т. д. |
Саранск, — Мордва республикин тĕп хули. Инсар юханшывĕн (Атăлăн бассейнĕ) сулахай çыранĕ хĕрринче вырнаçнă. Мускавран 642 çухрăмра тухăç еннелле ларать. Хула никĕсне 1641 çулта хунă, хула шутне 1651 çулта кĕртнĕ.
Хула Администраци пуçлăхĕ — Владимир Сушков.
Халăх йышĕ — 299,2 пин çын (2005), лаптăкĕ — 71,5 км².
Пайланăвĕ
тӳрлетХула 3 района пайланать:
Истори
тӳрлетСаранск хулине 1641 çулта Раççей патшалăхĕн кăнтăр-анăç айăккинчи карманĕ пек никĕсленĕ. Кунта малтан казаксем, стрелецсем, тупăçсем пулнă. Халăхĕ вырăссенчен, мордваран тата тутарсенчен пуçтарăннă. Карманне Саранск острожекĕ ят панă, вăл Инсар çыранĕнче, Сарлей (хальхи Саранка) юханшыв юхса кĕрен вырăнта пулнă. 1651 çулта Саранска уесĕн хули шутне кĕртнĕ. 1670 çулта хулана Степан Разин çарĕсем илнĕ, çапла хула пĕр вăхăтлăха вĕсен аллинче пулнă. XVIII ĕмĕрте Саранск хăйĕн вăрçăлăх сĕмне çухатса пынă, сутă-илӳ енĕ вăйлăланнă. 1708 çулта малтан Азов, кайран Хусан, 1801 çултанпа — Пенза кĕпернийĕнче. Саранск çыннисем 1774 çулта хулана пырса кĕнĕ Емельян Пугачёва пулăшу панă.
Хула урлă Мускавран Астрахане, Крымран Хусана çӳренĕ. XVIII ĕмĕрте хула хуллен-хуллен сутă-илӳ тата промышленноç тĕпĕ (тырă, пенька, сăран, аш-какай, пыл). XIX ĕмĕр вĕçĕнче Саранск витĕр Мускавпа Хусан хушшинчи чукун çул тунă хыççăн Мордва енĕн экономикăпа политика пурнăçне улăштарнă. Октябрь революци хыççăн Саранскăн чылай завочĕсем материалсем çук пирки пачах ĕçлемен; 1928 çулта çех промышленноçе ура çине тăратнă. 1934 çулта Саранск Мордва АССРĕн тĕп хули пулса тăнă. Аслă вăрçă вăхăтĕнче Саранскра нумвай куçарса килнĕ заводсене вырнаçтарнă.
Аслă пĕлӳ паракан вĕренӳ заведенийĕсем
тӳрлет- Н. П. Огарёв ячĕллĕ Мордва патшалăх университечĕ http://www.mrsu.ru
- М. Е. Евсевьев ячĕллĕ Мордва патшалăх педагогика университечĕ
- Саранск кооператив институчĕ
Саранск Викиампарта? |