Анис
Курӑнакан калӑплав
Анис е Энĕс - ( лат. Pimpinella anisum ) - пĕрçуллă курăкĕ.Тăван енĕ : Вăтам Ази.
- Сарăлни : Вăтаçĕр тинĕсри çĕршывсем.Чи пысăк анис лаптăксем Испанире, Турцире тата Египетра.Анис вăрлăхсем утă уйăхра пуçтарма тытăнаççĕ.Египетра кăрлач уйăхран пуçтару пырать.
Усă курни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕчĕк ( 3-6 мм ) симĕс-сăрă тĕслĕ вăрлăхсем пылак "лакрицаллă" туттиллĕ.Анис вăрлăхсене çын авалхи самантран усă курать:
- Сывлăх : 1) анис вăрлăхсем минтер айне хурсан аван çывăрма пулăшаççĕ ; 2) çăварта кăмăллă шăрши пулас тесе вăрлăхсене чăмламалла ; 3) грипп чирĕ çĕнтерме анис çавĕ пулăшать ;
- Апат-çимĕç : анис туттипе печени, кекс, çăкăр техĕмлетеççĕ.Германире колбаси тăвакансем анис вăрлăхсем усă кураççĕ ;
- Алкоголь ĕçми : анис вăрлăхсем спирчĕпе усравласа, пăслантарса тасатса юхтараççĕ.Вăтаçĕр тинĕс çĕршывсемче тĕрлĕ алкоголь ĕçмисем тăваççĕ : пастис ( Франци ), самбука ( Итали ), раки ( Турци ), арак ( Ливан ), узо ( Греци ), мастика ( Болгари ).
Пĕлетĕр-и эсир ?
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Анис çăвĕпе акăлчан патши Эдуард IV хăвăн кăпине техĕмлетнĕ ;
- 1305 çулта Британире анис вăрлăх сутакансене налук хунă.Ку самантра Британире анис паллă специ пулнă - пуçтарнă налук Лондонри кĕпер пушар хыçăн юсавма налук укçи çитрĕ ;
- 1619 çулхи сакунпа кашни чипер çемьене çулта чи сахал ултă анис вăрлăхне ӳстерме хушнă.