Контент патне куҫ

Атина Бояджи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Атина Бояджи
Пайăр хыпар
Арлăх: хĕрарăм
Тулли ят: Атина Бояджи
Гражданлăх: Шаблон:YUG
Ăстаçăлăх: ишев марафонĕ
Клуб: «Црвена Звезда» (Белград), «Босна» ишев клубĕ
Çуралнă вăхăт: пуш, 13, 1944
Çуралнă вырăн: Охрид, Югослави
Вилнĕ вăхăт: раштав, 28, 2010
Вилнĕ вырăн: Скопье

Атина Бояджи (макед. Атина Бојаџи; пуш, 13, 1944, Охрид — раштав, 28, 2010, Скопье) — югослав тата македон марафон-ишевçи. 1969 çулта Ла-Манш тинĕс пырне ишсе каçнă Югославирен пĕрремĕш хĕрарăм пулнă. Тăван хулана чысласа ăна «Охрид дельфинĕ» псевдоним панă[1].

Атина Бояджи 1944 çулхи пушăн 13-мĕшенче Охрид хулинче çуралнă. 11 çул тултарсанах вăл кĕске шывра темиçе македон рекордне çĕнетет[2].

18 çулти Атина 1962 çулта Охрид кӳллинче иртнĕ марафон-ишевĕн чемпионатĕнче пĕрремĕш вырăна çĕнсе илет. Халиччен те вăл Охрид марафонĕнче çĕнтернĕ чи çамрăк хĕрарăм шутланать. 1962 çулта уçă шыври Капри—Неаполь марафонĕнче пĕрремĕш вырăна тухать.

Спорт карьерин чи хăвачĕ 1969 çулхи авăнăн 9-мĕшне килет — ун чухне вăл Ла-Манш тинĕс пырне 13 сехет те 20 минутра ишсе каçать[3]. Атина Бояджи Ла-Манша ишсе каçнă Югославирен пĕрремĕш хĕрарăм шутланать.

1977 çулта Атина спортра тунă матурлăх пирки «Тӳрĕлен, Дельфина» фильма ӳнерленĕ[4][5] (режиссёр - Александр Гурчинов, тĕп рольне Неда Арнерич сăнарланă). Бояджи хăй те фильма çапса илнĕ ĕçе хутшăннă.

Спорт карьерине вĕçлесен тренер ĕçĕпе, малтан белградри «Црвена Звезда» клубĕнче, кайран Лос-Анджелесри (АПШ-ри спорт центрĕнче, тăрăшнă. 1991 çул вĕснелле Сараевăна таврăннă, Босни тата Герцеговина пухнă командине вĕрентнĕ, çаплах «Босна» ишев клубĕн тĕп тренерĕ пулнă. Вăл кунта хулана вăрçă хупăрланă тапхăра лекнĕ. Туссем пулăшнипе çăлăнса тухать те Македони Республикине таврăнать. Килте ăна Охрид ишев марафонĕн оргкомитечĕн ĕçне хутшăнать.

1998 çулта Македон олимп комитечĕ ăна «Чи чаплă македон спортсменĕ» ят панă, 2000 çулта кунсерен тухакан Ирхи хыпарçă ăна «çĕрçуллăх спортсменĕ» тенĕ. Атинăна чысласа Охридри спорт комплексне ят тивĕçтернĕ.

Атина Бояджи Скопьере 2010 çулхи раштавăн 28-мĕшенче куçне кĕске хушă чирленĕ хыççăн ĕмĕрлĕхех хупнă. 2010 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче çав хуларах Бутел çăвинче пытарнă[6].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Macedonian swimming great Bojadzi dies at 66
  2. ^ Почина маратонката Атина Бојаџи // BBCMacedonian.com(макед.)
  3. ^ Ретро МК Атина Бојаџи го преплива Ла Манш (11 септември 1969 година). Нова Македонија. Тĕрĕсленĕ 9 Авӑн уйӑхӗн 2014.
  4. ^ М. Џаровска "Делфина" се уште стои исправено: Атина Бојаџи. Вест. çăлкуçран архивланă 4 Пуш уйӑхӗн 2016. Тĕрĕсленĕ 15 Авӑн уйӑхӗн 2008.
  5. ^ Игор Тошевски и Иван Додовски Лексикон на Ју-Митологијата: Избор (Бојаџи, Атина). Списание Маргина. çăлкуçран архивланă 16 Авӑн уйӑхӗн 2008. Тĕрĕсленĕ 15 Авӑн уйӑхӗн 2008.
  6. ^ Почина АТИНА БОЈАЏИ 2017 ҫулхи Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ. // Македонский олимпийский комитет