Ла Скала
Ла Скала | |
Йĕркеленĕ | 1778 |
---|---|
Театр çурчĕ | |
Вырнаçу | Милан, Итали |
Ертӳлĕх | |
Директорĕ | Стефан Лисснер |
Тĕп дирижёрĕ | Даниэль Баренбойм[1] |
Тĕп балетмейстерĕ | Махар Вазиев |
Тĕп хормейстер | Бруно Казони |
Каçăсем | |
teatroallascala.org | |
[[Commons:Category:Teatro alla Scala|Шаблон:Малтан ят]] Викиампарта |
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
«Ла Скала» (итал. Teatro alla Scala е La Scala) — Миланри опера театрĕ. Театр çуртне Джузеппе Пьермарини архитектор проекчĕпе 1776—1778 çç. Санта-Мария делла Скала чиркĕвĕ тăнă вырăнта туса лартнă, çакăнтан театрĕн ячĕ те пулса кайнă.
2001 çулта «Ла Скала» театрĕн çуртне вăхăтлăха реставрацие хупнă, çавăнпа мĕнпур оперăна ятарласа тунă Арчимбольди театр çуртне куçарнă. 2004 çултанпа юсана тăван киле таврăннă, Арчимбольди ĕнтĕ «Ла Скала» пĕрле ĕçлекен уйрăм театр пулса тăнă.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]XVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче — XIX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче театр репертуарĕнче П. Анфосси, П. Гульельми, Д. Чимарозы, Л. Керубини, Дж. Паизиелло, С. Майр итал композиторĕсен оперисене лартнă.
Театр сцени çинче Дж. Россини режиссёрăн «Пробный камень» (1812), «Аврелиан в Пальмире» (1813), «Турок в Италии» (1814), «Сорока-воровка» (1817) тата урăххисен премьерисем иртнĕ (вĕсенчен пĕрринче Италире Каролина Унгерăн дебючĕ пулнă), çаплах Дж. Мейерберăн «Маргарита Анжуйская» (1820), «Изгнанник из Гренады» (1822) оперисен премьерисем иртнĕ , çаплах Саверио Меркаданте хăйĕн ĕçĕсене кăтартнă.
1830-мĕш çулсече театр репертуарĕнче Г. Доницетти, В. Беллини, Джузеппе Верди, Дж. Пуччини пултарулăхне кăтартаççĕ, кунтах пĕрремĕш ăстрăм Беллини хайланă «Пират» (1827) тата «Норма» (1831) оперисем, Доницетти композиторăн «Лукреция Борджа» (1833), Верди «Оберто» (1839), «Набукко» (1842), «Отелло» (1887) тата Пуччинин «Фальстаф» (1893), «Мадам Баттерфляй» (1904) тата «Турандот» оперисем кун çути курнă.
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче театр çуртне ишĕлтернĕ. Малтанхи тĕсне Л.Секки инженер проекчĕпе çĕнетсе тунă хыççăн театр каллех 1946 çулта уçăлать.
Театр çуртне темиçе хутчен те юсанă. Юлашки реставраци виçĕ çул пынă, ун чухне 61 миллион евро ытла тăкакланă. Çĕнетнĕ сцена çинче 2004 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче Антонио Сальери кĕвĕленĕ «Йышăннă Европа» оперăна кăтартнă.
«Ла Скала» (итал. Teatro alla Scala е La Scala) — опера культурин тĕнчери центрĕ.
Чаплă юрăçсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕп дирижёрсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Франко Фаччо (1871—1889)
- Артуро Тосканини (1898—1908)
- Туллио Серафин (1909—1914, 1917—1918)
- Артуро Тосканини (1921—1929)
- Виктор де Сабата (1930—1953)
- Карло Мария Джулини (1953—1956)
- Гвидо Кантелли (1956)
- Джанандреа Гаваццени (1966—1968)
- Клаудио Аббадо (1968—1986)
- Риккардо Мути (1986—2005)
- Даниэль Баренбойм (2007—2011 Maestro scaligero ĕç вырăнĕнче; 2011—2014[2] Мусăк директорĕ вырăнĕнче)
- Рикардо Шайи (2015—2022)