Пиратсем
Пиратсем — тинĕс вăрă-хурахĕсем. «Пират» (лат. pirata) сăмах грек πειρατής, пĕр тымарлă сăмахран πειράω («тытăн, хăтлан») сăмахран пулса тухнă.
Авалхи пиратсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Римра пиратсене, вăрă-хурахсене пекех, хĕрес çине пăталанă.
Хаваслă Роджер
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Пират тĕсĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пират —тĕрлĕ халăхăн, кирек епле карапа та харпăр ирĕкĕпе тустаракан тинĕс вăрă-хурахĕ.
Çекĕрсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çекĕрсем — çывăхтухăçри XV—XI ĕмĕрсенчи пиратсем. Латтинла çапла та çыраççĕ: Tjeker, Thekel, Djakaray, Zakkar, Zalkkar, Zakkaray.
Долописем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Долописем (Dolopians) — авалхи грек пирачĕсем, çаплах вĕсене скирисем, пирĕн эрăччен VI ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче Скирос утрав çинче пурăннă. Вĕсем Эгей тинĕсĕнче алхаснă.
Пирĕн эрăччен 478 çулта долописем çаратса чуралăха лекнĕ грек сутăçĕсем тараççĕ те Симонран — афин флочĕн тинĕс çарпуçлăхĕнчен — хута кĕме ыйтаççĕ. Пирĕн эрăччен 476 çулта Симон салтакĕсем Скирос çине тапăнаççĕ те утрава туртса илеççĕ, скирисене хăйсене чурана сутса яраççĕ.
Ушкуйниксем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ушкуйниксем — новгород юханшыв пирачĕсем, Атăлăн пур тăршшипе Аçтăрхана çитиех, XIV ĕмĕрте тустарнă. Костромана çаратнă хыççăн кунта пурăнакансем хулине урăх вырăна —хальхине— куçараççĕ.
Буканьерсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Буканьер (фр.— boucanier) — профессиллĕ тинĕсçи (моряк) мар, вăл тискер ĕнесемпе хир сыснисене тытакан çынна пĕлтерет.
Буканирсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Букaнир (акăлч.— buccaneer) — акăлчан флибустьeрĕ. Акăлчансем «флибустьeр» сăмаха çавăрса калама хĕн пулнипе, хăйсен «букaнир» — buccaneer — сăмахĕпе усă курнă, мĕне çак палăрту кăтартать, хăйсем те чухламан.
Флибустьерсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Флибустьер — XVII ĕмĕрти тинĕс вăрă-хурахĕĕ, ытларах енĕпе, испан карапĕсене, вĕсен Америкăри колонисене çаратнă. Сăмахĕ голланди «vrijbuiter» — «пайтисене (трофейсене) туртса илекен», мĕншĕн тесен Сан-Доминго (испансем хыççăн) пурăнакансем Нидерландăран куçса килнĕ пулнă. Францилле çак сăмах «flibustier» пулать.
Корсарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каперсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Привaтирсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Привaтир (акăлч.— privateer) — акăлчанла капер сăмаха пĕлтерет. Вăтам ĕмĕрсенче икĕ терминпа та усă курнă. «Привaтир» сăмаха хут çине пĕрремĕш 1664 çулта çырнă.
Печелинкĕсем (флекселинкĕсем)
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Печелинк е флекселинк — çапла Европăра Çĕнĕ Тĕнчере голланди каперĕсем пирки каланă.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пиратсем Викиампарта? |
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Хаваслă роджер 2008 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ. — тинĕс алхас историйĕ
- Пиратсен тăванлăхĕ — тĕнчери чи тӳрĕ пĕрлĕхĕ.
- Клан Gamestorm 2010 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ. - Рунетри пират тематикиллĕ сайт.
- Григорян В., Дмитриев В. Пиратство, разбой и терроризм на море 2013 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Либертали — тинĕспе пиратсен историне кăмăллакансен форумĕ