Контент патне куҫ

Сементер

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ытти пĕлтерĕшĕсене Сементер (пĕлтерĕшĕсем) статьяра пăхăр.

Сементер, — хасарсен малтанхи тĕп хули (VIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурĕмĕрĕ), Дагестанри хула. Хăш-пĕр авалхи чăнлавсенче ăна Самантар тесе те çыраççĕ.

Хасарсемпе сăварсем пăлхар-чăвашсемпе пĕр пек чĕлхеллĕ, пĕр культурăллă, пĕр пек юнлă халăх пулнă. Атăл та вĕсемшĕн пуриншĕн те Итиль те мар, Идель те мар, Атăлах пулнă. Кун пирки Н.М.Карамзин «История государства Российского» кĕнекин I-мĕш томĕнчи 14-мĕш асăрхаттăрĕвĕнче питĕ тĕплĕн çырса кăтартать. Хăш-пĕр тĕпчевçĕсем Сементер хули Терек шывĕ çинче, хальхи Кизляр хули таврашĕнче пулнă теççĕ. М.И.Артамонов тĕпчевçĕ унтан кăнтăр-хĕвеланăçнерех, хальхи Буйнакск хули вырăнĕнче тесе çирĕплетет. Паллă тĕпчевçĕ Л.Н.Гумилев хăйĕн 1989 çулта «Мысль» кĕнеке кăларăвĕнче пичетленсе тухнă «Древняя Русь и Великая Степь» кĕнекинче вара авалхи хасарсен тĕп хули Сементер Терек шывĕн сулахай çыранĕнче, Гудермеспа Хасавюртран çурçĕререх, Шелковская чарăну çумĕнче пулнине палăртать. Çав кĕнекере VIII-XII ĕмĕрсенчи Хасар каганачĕн картти те пур, Сементере Самантар тесе кăтартнă, вăл ăçта пулнине палăртнă.

1153 çулсенче пурăннă Нуби географĕ Шериф Аль-Эдризи те чăваш-пăлхарсен тĕп хулине Самантар тет. Çакна эпир Н.М.Карамзин «История государства Российского» кĕнекин I-мĕш томĕнчи 90-мĕш асăрхаттăрĕвĕнче вулама пулать.

X ĕмĕрте пурăннă арап çыравçи Аль-Истахри виç-тăватă ĕмĕр маларах пурăннă çулçӳревçĕсем çырнисене илсе кăтартса авалхи хасарсен тĕп хули Сементер хăй вăхăтĕнче питĕ пысăк та шавлă пулнине кăтартать. Мукатесси вара Сементер çыннисем ырă кăмăллă та тарават пулнине çырать. Сементер çыннисем йывăç пӳртре те пурăннă, кунти çынсем çурчĕсен тăррисене хăмăшпа витнĕ. Авалхи çулçӳревçĕ тата историк Табари хасарсен тĕп хули пулса тăракан Сементер питĕ пуяннине, хула çыннисен укçа-тенкĕ, чурасемпе хăрхăмсем те нумай пулнине çырать.

VIII ĕмĕрте Хасарстана арапсем вĕçе-вĕçĕн тапăнма тытăнаççĕ. Вĕсем 693 çулта эрменсемпе грузинсене çĕмĕрсе тăкса, Каспи тинĕсĕ хĕрринчи питĕ кирлĕ Дербент хулине тапăнаççĕ. 708 çулта вара Дербент хули вĕсене парăнать. Арапсемшĕн Хасарстана кайма çул уçăлать. Хасарсем вĕсене кĕтсе тăмаççĕ, Дербент çине тапăнса хăйсем арапсене çĕмĕрме тытăнаççĕ. Анчах та ку вăрçă ăнăçлă пулмасть. 712 çулта арапсен пин-пин çарĕ каллех Дербента туртса илет, Пеленçер хулине, унтан Сементер хулине тапăнса кĕрет. Хасарсем пите хытă хирĕç тăраççĕ. Анчах та çав вăхăтра вĕсем çине хыçалтан алансем тапăнаççĕ. Çакă вара хасарсене вăйсăрлатать. Çапах та вĕсем тăшмана парăнмаççĕ, чакса кайса арапсене Дарьял ту хушăкне тухма ирĕк параççĕ. Арапсем вара алансем çине тапăнса вĕсене ним юлми аркатаççĕ. Хасарсене çак çулсенче еврейсем тата ромейсем пулăшаççĕ. 735 çулта грузинсем те хасарсене пулăшма килеççĕ. Çак халăхсен пĕрлешнĕ çарĕсем пĕр хушă арапсене хĕсме пуçлаççĕ.

Анчах арапсем Хасарстана çĕнĕрен çĕнĕ текĕртсем яраççĕ. Вĕсене хастар та питĕ шелсĕр Мерван ятлă çарпуçĕ ерсе пыма тытăнать. Вăл малтан грузинсене, унтан Дагестанра пурăнакан лаксене çĕмĕрсе тăкать те пĕтĕм çарĕпе Хасарстана тухать. Арапсен çарĕнче 150 пин ытла нукер пулнă. Вĕсене тата эрменсен текĕрчĕсем те пулăшсах тăнă. Çак тискер эшкере хирĕç хасарсем 40 пинлĕ çар çеç тăратма пултарнă. 737 çулта вара Мерван çарĕпе Сементер хулинче тапăнса кĕрет те çунтарса ярать. Çакăн хыççăн Сементер хулинче пурăннă хсарсен йăхĕсем те пăлхар-сăвăрсемпе пĕрле Атăл тăрăх тăваллла хăпарса Атăлçи Пăлхар патшалăхне тунă çĕре хутшăнаççĕ, чăвашсен тӳрĕрен те тӳрĕ аслашшĕсем пулса тăраççĕ.

Юхма Мишши, "Авалхи чăвашсем", 1996, Шупашкар.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Авалхи хасар хулисем
Пайта | | Пеленçер (Пăлхар) | Варачан | Итиль | Самкерц | Саркел | Сарышин | Сементер |