Слакпуç
Ял
Слакпуç, Slakpuş
|
Слакпуç, (пушк. Ыҫлаҡбаш, выр. Слакбаш, тут. Слакбаш) — Пушкăрт Республикинчи Пелепей районĕн чăваш ялĕ. Чăваш литературин классикĕн, Константин Васильевич Ивановăн (1890-1915), тăван çĕршывĕ, çуралса ӳснĕ вырăнĕ. Унăн вилтăприйĕ те кунтах.
Тавралăхĕ, халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Слакпуç вăл — Слакпуç ял канашĕн тĕп ялĕ. Район центрне — Пелепее — çитме 25 çм, Глуховская ч/ç чарăнăвне çитме 3 çм[2] 2009 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ялта 580 çын пурăннă[1]. Чылайрахăш этнос тĕлĕшпе — чăвашсем (91 %).
Халăх йышĕн динамики:
Пĕрлехи демографи кăтартăвĕсем[1] | |||||
Мĕнпур халăх | Халăх йыш улшăнăвĕ: 2002—2009 | ||||
2002 | 2009 | çын | % | ||
550 | 580 | +30 | +5,45 |
Ял йышĕ 2002-2009-мĕш çулсенче ÿснĕ пек курăнать. Анчах та 2010-мĕш çулхи çырсатуху тĕлне — каллех чаку: 551 çын [3].
Ĕлеххи тĕлĕшпе демографилле кăтартусем çакăн пек[4]: 1795-мĕш çулта – 214 арçын, 220 хĕрарăм; 1811 – 67 кил, 314 арçын; 1816 – 300 арçын, 327 хĕрарăм; 1834 – 112 кил, 420 арçын, 439 хĕрарăм; 1870 – 178 кил, 476 арçын, 530 хĕрарăм; 1896 – 238 кил, 714 арçын, 692 хĕрарăм; 1906 – 265 кил, 804 арçын, 806 хĕрарăм; 1920 – 349 кил, 944 арçын, 1045 хĕрарăм; 1939 – 1498 çын; 1969 – 866; 1989 – 502; 2002 – 550 çын.
Ялăн кунçулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Электронла чăваш энциклопеди Слакпуç еплерех пуçланса кайни тĕлĕшпе яри уçăмлăх çуккине палăртать[4]. Халăх халапĕсем тăрăх, яла XVIII ĕмĕрте Пелепей хулин вырăнĕнче пурăннă чăвашсем пуçланă имĕш. Малтан "Çилпи" текен вырăнта, кайран Слак çырми патĕнче тăплненнĕ теççĕ. Тепĕр легенда тăрăх 1618-мĕш çултах хальхи Чăваш республикинчи Кавал тата Тупах ялĕсенчен (иккĕшĕ те Вăрмар районĕ) килсе вырнаçни пирки калаççĕ. Çав вăхăтрах Пелепей уесĕнчи Ярмулай çыннисем никесленĕ текен хыпар та пур.
Çутĕç, культура, тĕн
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1892-мĕш çулта Михайло-Архангел чиркĕвне сăвапланă, ун çумĕнче пĕр класлă миссионерла шкул уçăлнă[4]. 1898-мĕш çулта çавăн пек шкул хĕрачасем валли те туса хунă. 1917-мĕш çулччен Слакпуçĕнче чăваш кĕнекисен управĕ (склачĕ) пулнă.
Хальхи вăхăтра ача сачĕ, вăтам шкул, культура çурчĕ, кĕнекесар, музейсем (К.В.Ивановăн — 1940-мĕш çултанпа, Я.Г.Ухсайăн — 2006-мĕш çултанпа) пур.
Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Иванов Константин Васильевич (1890-1915) — чăваш сăвăçĕ, "Нарспи" поэма авторĕ, чăваш литературин классикĕ.
- Яков Ухсай (1911-1986) — чăваш сăвăçи.
- Павлов Николай Спиридонович (1922-1978) - Совет Союзĕн Паттăрĕ [5][6].
- Кудряшев Петр Николаевич (1903-?) — Слакпуçĕнчи К.В.Иванов çурт-музейне никеслекенĕ, тата унăн нумай çул (1940-?) пулнă ертÿçи[7].
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Петров И.Г. Чуваши Башкортостана. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
- Петров И.Г. Чуваши // Народы Башкортостана: историко-этнографические очерки. Уфа, 2002
- Иванов В. П., «Этническая география чувашского народа», Чебоксары, 2003, ISBN 5-7670-1404-3.
- Чуваши Приуралья: культурно-бытовые процессы. Чебоксары, 1989.
- Ягафова Е.А. Чуваши Урало-Поволжья (история и традиционная культура этнотерриториальных групп). Ч., 2007.
- Медведев, Владислав Валентинович. ДИНАМИКА ЧУВАШСКИХ ПОСЕЛЕНИЙ РЕСПУБЛИКИ БАШКОРТОСТАН. // Проблемы истории, филологии, культуры, №3, 2015, С.332-343.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1, 2 тата 3 Единый электронный справочник муниципальных районов Республики Башкортостан. Приложение в формате Excel.
- ^ Пушкăртстан Республикин администрациллĕ-территориллĕ тытăмĕ: Хыпар кĕнеки / Р. Ф. Хабиров хатĕр.. — Ĕпхӳ: Белая Река, 2007. — 416 с. — 10000 экз. — ISBN 978-5-87691-038-7
- ^ ЧИСЛЕННОСТЬ НАСЕЛЕНИЯ ПО НАСЕЛЕННЫМ ПУНКТАМ РЕСПУБЛИКИ БАШКОРТОСТАН по данным Всероссийской переписи населения 2010 года. 2017 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ 1, 2 тата 3 Матвеев Г.Б., Петров И.Г. СЛАКБАШ, Слакпуç. — Электронла чăваш энциклопедири статья.
- ^ Герои страны
- ^ Пелепей сайчĕ 2010 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Знаменитые люди села. — Слакпуç кĕнекесарĕн сайчĕ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пушкăртстан Республикин муниципаллă йĕркелĕвĕсен канашĕ.
- Слакпуҫ республика шайӗнчи историпе культура центрӗ пулмалла
- Слакпуçĕнчи поэзи уявĕ
- На слакбашевской земле состоялись мероприятия в честь 105-летия народного поэта Чувашии Якова Ухсая
- Татьяна Ефремова: О Сильби, мекке чувашского народа на землях Башкорстана
- Виталий Станьял: Удар по башкирской Швейцарии
- Елена Ухсай: Современный вандализм, или Когда земля плачет
- Витус Неберинг: Экоконфликт превращается в национальную чуму
Ку Пушкăртстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Страницы с некорректными тегами координат
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем
- Пурăнан вырăнсем, алфавитпа
- Пушкăртстанăн Пелепей районĕнчи пурăнан вырăнсем
- Пушкăрт Республикинчи чăваш ялĕсем
- Пушкăрт Республикин Пелепей районĕ
- Страницы, использующие расширение Kartographer