Контент патне куҫ

Татьяна кунĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Татьяна кунĕ (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Татьяна кунĕ
Татьяна кунĕ
Студент кунĕ
Официаллă Раççей студенчĕсен кунĕ
урăхла «Студент кунĕ»
Уявлани 12 (кăрлач,) 25
Çыхăннă Таса Татьянăна чысланипе тата МПУ никĕсленипе


Татьяна кунĕ — Рим Татианин чыслав кунĕ. 1755 çулта Елизавета Петровна Императрица Мускав университетне уçма хушу çырнă хыççăн уявлама тытăннă, «Татьяна кунне» малтан Университетăн çуралнă кунне сумланă, каярах пур студентсен кунĕ тесе палăртма тытăннă.

Кун-çул хыпарĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Татиана Рим хулинче çуралса ӳснĕ. Унăн ашшĕ виçĕ хутчен консул ятне тивĕçнĕ. Çак вăхăтра Христос тĕнне ĕненекенсене юратман, çавна пула ашшĕ вăрттăн Иисус Христоса ĕненнĕ. Хĕрне те вăл Христос тĕнне юратма вĕрентнĕ. Татиана качча кайма вăхăт çитсен Римри пĕр чиркӳре диакониса пулса тăнă. Кĕлĕсем хыççăн чирлисене пăхнă, халсăррисене пулăшнă.

222–235 çулсенче Рим императорĕ Александр Север пулнă. Анчах император çамрăк пулнипе Римра Ульпиан ятлă çав тери тискер çын хуçаланнă. Вăл Христос тĕнне йышăннă çынсене курайман, пĕтерме шутланă. Римра юн шыв пек юхма тытăннă. Тăшмансен аллине Татиана та çакланнă. Татианăна Аполлон турра чӳклеме палăртнă. Татиана кĕл тума пуçланă кăна – храмăн пĕр пайĕ çурăлса кайнă та ишĕлме пуçланă. Кам Татианăна усал суннă – пурте чул катăкĕсем айне пулнă. Тарăхса кайнă тăшман хĕре хĕнеме тытăннă, унăн куçĕсене чиксе шăтарнă. Татиана макăрман, чăтнă. Вăл Христосран хăйне асаплантаракансене тӳрĕ çул кăларма кĕл туса ыйтнă. Çак вăхăтра Татианăна асаплантаракансен куçĕ умне тĕлĕнмелле япала тухса тăнă: Татиана çумĕнче тăватă ангел тăнă, вĕсем хĕре хӳтĕленĕ. Çакна курнă сакăр асаплантаракан Христос вăйне туйса Татиана ури пуçне ӳксе каçару ыйтнă. Ульпиан Христос тĕнне йышăннăшăн вĕсене пурне те вĕлерме хушнă.

Тепĕр кун Татианăна татах асаплантарма пуçтанă: ăна çапнă, çĕçĕсемпе ӳтне каснă… Анчах та юн вырăнне Татиана ӳтĕнчен сĕт тухса пĕтĕм таврана ырă шăршă сарма пуçланă. Каçхине тăшман Татианăна тĕттĕм тĕрмене хупса лартнă. Ирхине суд тума тытăнсан пурте тĕлĕннĕ: унăн ӳчĕ çинче пĕр суран та пулман, хăй тата илемлĕрех курăннă.

Çвяттуя вĕлерес тесе выçă арăслансем патне пăрахнă, анчах лешĕсем Татианăн ури патне пынă та урине çулама тытăннă. Ним тума аптраса çите тăшман виççĕмĕш кунне Татианăн пуçне хĕçпе касса татнă. Ашшĕне те хăрне Христоса ĕненме вĕрентнĕшĕн хĕрхенмен – вĕлернĕ. Çакăн хыççăн пурте Татиана Христос тĕнне парăннине пĕлнĕ, ăна Çвяттуйсен шутне кĕртнĕ.

1755 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче (кивĕ стильпе, е карлач, 23 григори календарĕпе) — таса асапланнă Татиана астăвăмне тата Иван Шуваловăн амăшĕн менельникĕпе — вырăс арăм император Елизавета Шувалов ыйтнине ырласа Мускав университетне уçас хушу çине алă пусать.

Каярах университетăн кивĕ çурчĕн пĕр флигелĕнче Таса асапланнă Татиана кил чиркĕвне туса лартнă, хăй тасине пĕтĕм раççей студенчĕсен пулăшаканĕ вырăнне хунă.

2005 çулхи кăрлач, 25 пуçласа Раççейре Раççей студенчĕсен кунĕ тесе уявлаççĕ[1].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ УКАЗ Президента РФ от 25.01.2005 N 76 УКАЗ Президента РФ от 25.01.2005 N 76