Тени
Тени
|
Тени — Чăваш Енри Элĕк районĕнчи ял.
Тени ял тăрăхне тăваттă ял кĕрет: Тени сали, Малти Хирлеп, Кайри Хирлеп тата Кармал. Район центрĕнчен 7 çухрăмра, Шупашкар хулинчен 70 çухрăмра вырнаçнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялта 262 (2006) çын пурăнать. Улттă урам- Тĕп, Симĕс, Çамрăксен, Шкул, Туçи, Сад урамĕсем.
Вăтам шкул ĕçлет.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Паллă тĕпчевçĕ Л.А.Ефимов каланă тăрăх, ял ятне ĕлĕххи Теней арçын парса хăварнă. 1927 çулчен ячĕ Кӳпеш Тени пулнă. 1917 çулчен Çĕрпӳ уесĕнчи Тăвай вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Варнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Андреева Нина Степановна - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Григорьева Элиза Ивановна - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Тимофеева Руфа Тимофеевна - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тени ялĕн сайчĕ(ĕçлемен каçă) (выр.)(акăлч.)(чăв.).
- Тени шкулĕн сайчĕ(ĕçлемен каçă)(выр.).
- Чăваш Республикинч «Хамăр вăрмана пулăшар» ĕç 2011 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- Н. Плотников сăнарĕсем(ĕçлемен каçă)
Тени ял тăрăхĕнчи пурăнан вырăнсем |
|
---|---|
Тени ялĕ — администраци центрĕ ялсем: Йăранар | Кайри Хирлеп | Малти Хирлеп | Кармал |
Хирлеп çинчи ( шыв пуçламăшĕнчен шыв вăррине çити) пурăнан вырăнсем | |
---|---|
Хирлеппуç Мĕлĕш | Хурăн Кăкшăм | Мăн Хирлеп | Малти Хирлеп | Кайри Хирлеп | Кармал (Элĕк районĕ) | Тени | Торăпкасси | Хитекушкăнь | Хуравар | Кармал | Мăн Тукташ | Павлушкăнь | Тавăт| Йăранар | Кăмпал | Кивĕ ял | |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |