Турку университечĕ
Турку университечĕ финн. Turun yliopisto шв. Åbo universitet | |
---|---|
(UT) | |
Йыхрав | Vapaan kansan lahja vapaalle tieteelle |
Никĕсленĕ çул | 1920 |
Тĕс | патшалăх |
Студентсем | 18 000[1] |
Бакалавриат | 16 000 |
Аспирантура | 2 000 |
Докторантура | 5 000 |
Вĕрентӳçсем | 3 000 |
Кампус | хула |
Сайт | http://www.utu.fi |
Турку университечĕ (финн. Turun yliopisto шв. Åbo universitet) — Финляндин калăпăшĕпе иккĕмĕш, Хельсинки университечĕ хыççăн, университет. Çĕр-шывăн кăнтăр-анăçĕ енче, Турку хулинче вырнаçнă. 1920 çулта йĕркеленĕ. Коимбр пĕрлешĕвĕ шутне кĕрет.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Туркура 1640 çулта никĕсленĕ Або патша академийĕ Финляндири пĕртен-пĕр университет шутланнă. 1827 çулта, Туркуна пĕтернĕ аслă вут-кăвар хыççăн, университета çĕнĕ тĕп хулана — Хельсинкине — куçарнă. 1822 çулта Академире финн халăхĕн паллă ĕçченĕсем — Йохан Снелльман, Элиас Лённрот, Йохан Рунеберг — пуçлаççĕ.
1918 çулта Турку хулинче çĕнĕрен швед чĕлхиллĕ харпăр университетне — Або академийĕ — уçаççĕ. Çакăнпа пĕрлех, халăх кăмăлне тивĕçтерес тĕллевпе, 1920 çулта хулара финн чĕлхиллĕ харпăр Турку университетне й еркелесе янă. Ăна тума пулăшма 22040 çын укçа парса пулăшнă.
1952-1959 çулсенче Аарне Эрви архитекторăн проекчĕпе хулари çĕнĕ университет кампусне Юулиопистонмяки сăртĕнче (малтанхи топонимсем — «Рюссянмяки» финн. Ryssänmäki е «Весилиннанмяки» финн. Vesilinnanmäki) туса лартнă. Çĕнĕ çуртсем — библиотекăсем, лабораторисем, çутçанталăк ăслăхĕсен факультечĕ тата XIX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче тунă администрацин тĕп блокĕ университетăн кивĕ корпусĕнчен тухăç енче вырнаçнă пулнă.
1995 çултанпа университет Коимбр ушкăнĕ пĕрлешĕвне кĕрет.
Канцлерсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1921—1926 — Йохан Даниэльсон-Калмари|fi|J. R. Danielson-Kalmari
- 1926—1935 — Эмиль Сетяля
- 1935—1945 — Густав Комппа|fi|Gustaf Komppa
- 1945—1955 — Йоханнес Гранё|fi|J. G. Granö
- 1955—1965 — Тойво Олин|fi|T. E. Olin
- 1965—1970 — Ролф Невалинна|fi|Rolf Nevanlinna
- 1970—1975 — Тауно Нурмела|fi|Tauno Nurmela
- 1975—1984 — Каарло Хартиала|fi|Kaarlo Hartiala
- 1984—1994 — Олави Гранё|fi|Olavi Granö
- 1994—1997 — Яакко Ноусиайнен|fi|Jaakko Nousiainen
- 1997—2000 — Кейо Паунио|fi|Keijo Paunio
- 2000—2003 — Леена Картио|fi|Leena Kartio
- 2003—2009 — Эеро Вуорио|fi|Eero Vuorio
- 2010— н/вр — Пекка Пуска|fi|Pekka Puska
Ректорсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1922—1924 — Арттури Вирккунен|fi|Artturi H. Virkkunen
- 1924—1932 — Вейкко Коскенниеми|fi|V. A. Koskenniemi
- 1932—1934 — Йоханнес Гранё|fi|J. G. Granö
- 1934—1945 — Эйнар Юва|fi|Einar W. Juva
- 1945—1948 — Харри Варис|fi|Harry Waris
- 1948—1954 — Тойво Олин|fi|T. E. Olin
- 1954—1960 — Осмо Яарви|fi|Osmo Järvi
- 1960—1970 — Тауно Нурмела|fi|Tauno Nurmela
- 1970—1975 — Каарло Хартиала|fi|Kaarlo Hartiala
- 1975—1981 — Осмо Икола|fi|Osmo Ikola
- 1981—1987 — Арье Щейнин|fi|Arje Scheinin
- 1987—1993 — Арне Роуси|fi|Arne Rousi
- 1994—1997 — Кейо Паунио|fi|Keijo Paunio
- 1997- [[х/вх — Кейо Виртанен|fi|Keijo Virtanen
Вĕренсе тухнă паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1953 — Мауно Койвисто (р.1923), Финлянди президенчĕ
- 1971 — Тимо Аираксинен (1947), профессор, Хельсинки университечĕн мораль философи кафедрин ертӳçи
- 1974 — Саули Нийнистё (1948 çур.), финн политикĕ, юрист, парламентарий
- 1995 — Юсси Туомола (1965 çур.), комикс-ӳнерçи
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Турку университечĕ Викиампарта
- Турку университечĕ (фин.) (акăлч.)
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку вĕренӳ шкулĕ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |