Ту-134
Ту-134 | |
---|---|
Aviogenex авиакомпанин Ту-134 Цюрих аэропортĕнче, 1982 | |
Тĕс | пассажир самолёчĕ |
Хатĕрлекен | Туполевăн КБ |
Тăвакан | ХАĔП |
Пĕрремĕш вĕçев | утă, 29, 1963 çул |
Статус | эксплуацире |
Тĕп эксплуатантсем | ЮТэйр (34)[1] |
Кăларнă çулсем | 1966 — 1984 |
Ту-134 (ÇАПУ классификацийĕпе: Crusty — «Чăрсăр») — совет пассажир самолёчĕ
Кĕске тата вăтам тăсăлăвлă авиалинисем валли, 1960-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Туполев ячĕллĕ ОКБра хатĕрленĕ те серилле 1966 — 1984 çулсенче Харьковри авиаци производство пĕрлешĕвĕнче кăларнă. Совет Союзĕнче пуçтарнă массăллă пассажир самолёчĕсенчен пĕри. Пурĕпе мĕнпур модификаципе 852 самолёт туса кăларнă.[2] Пĕрремĕш вĕçеве 1963 çулхи утăн 29-мĕшĕнче хăпарнă, эксплуатацие 1967 çулхи авăн уйăхĕнче кĕртнĕ. Ту-134 Соцлагере экспортланă.
Вăрăм та çинçе фюзеляжне тата двигательсен çӳллĕ сассине пула авиаторсем хушшинче Ту-134 официалла мар «Шăхлич» ята тивĕçет.[3]
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Конструкцийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Двигатель техника пахалăхесем | |
Д-30[4] | |
---|---|
Хăпарнă чух туртăмĕ | 12 000 кгс |
Крейсер вĕçевĕн туртăмĕ | 2750 кгс |
Топливо тăкакĕ: | |
хăпарнă чух | 0,5 |
крейсер вĕçевĕнче | 0,7 |
Турбина умĕнчи газ температури | 1154 °C |
Йывăрăшĕ, агрегатпа пĕрле | 2 640 кг |
Варăммăшĕ | 6000 мм |
Диаметр | 1640 мм |
Модификацисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ту-134 (1966—1970)
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Базăллă проект модификацийĕ кантăкланă сăмсăллă. Пĕрремĕш сери самолёчĕсем борт çине 64 пассажир илме пултарнă, каярах вăл 72 çитет. Пĕрремĕш Ту-134 самолётсем çине икĕ Д-20П-125 (2 х 5800 кгс) двигатель лартнă пулнă. Малтан самолёта Ту-124А палăртупа кăларнă. 1969 çулхи çуркунне Ту-134 самолёта Ле-Бурже авиасалонĕнче кăтартнă. Пурĕпе база версипе 78 самолёт, çав шутра 2 опытлине (1963) тата 9 сери-умĕнчисене (1964—1965 çулсем) кăларнă. Вĕсенчен 30-не ГДРпа Польшăна сутнă.
Ту-134А (1970—1980)
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ту-134А — пĕрремĕш сериллĕ модификаци. Самолёта 1970 çулхи акаран пуçласа 1980 çулчен кăларнă. Ту-134А çине лайăхрах иккĕмĕш серийĕн Д-30 двигатĕлĕсене (çунакан япалана перекетлĕ тăкаклакан тата реверс туртăмĕллĕ) лартнă, çавна пула тормоз парашютсемпе усă курма пăрахнă. Унсар пуçне, Ту-134А фюзеляжĕ 2,1 м ытларах варăм.
- Ту-134А-2 — кантăк сăмсине урăхлатнă самолёт.
- Ту-134А-3 — иккемĕш серийĕ, лайăхлатнă Соловьёвăн виççемĕш серийĕн Д-30 турбовентилятор двигателли.
- Ту-134АК — 24 вырăнлă 1 класс тата 13 пассажир «люкс» салонĕ. Пассажирсем валли иккĕмĕш алăк тата ăшне кĕрекен трап пулнă. Хăш самолёчĕсем çине ятарлă çыхăну лартнă. Ытларах СÇВ валли кăларнă.[5]
- Ту-134А «салон» — пĕр алăклă, Ту-134АК аналогĕ.[5]
Ту-134Б (1980—1984)
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ыттисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ăçта курма пулать
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ту-134 самолётсене чĕмпĕр хулин авиаци музейĕнче,[6] çаплах Баден-Вюртемберг çĕрĕнчи Зинсхайм нимĕç хулинче харпăр музейĕнче курма пулать. Энгельс авиабазин инçет авиацин музейĕнче те вĕрентӳ Ту-134УБЛ самолёчĕ вырăнне усă кураççĕ. Кишинев аэровокзалĕн çурчĕ умĕнче «Air Moldova» авиакомпанин Ту-134 модельне ĕмĕрлĕхех вырнаçтарнă.
Вĕçев-техника пахалăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ту-134А[7] | Ту-134Б[8] | Ту-134Ш[9] | |||
---|---|---|---|---|---|
Вăрăммашĕ | 37,1 м | 37,1 м | 37,1 м | ||
Çунаттисен сарлакăвĕ | 29 м | 29 м | 29 м | ||
Çӳллĕшĕ | 9,02 м | 9,02 м | 9,02 м | ||
Фюзеляж диаметарĕ | 2,9 м | 2,9 м | 2,9 м | ||
Экипажăн | 4 | 3 | 3 | ||
Чи нумаййи | 68 | 96 | 12 | ||
1-мĕш класс | 8 | 8 | — | ||
Хăпармалли | 43 т | 47,6 т | 47 т | ||
Коммерци | 8,2 т | 9 т | — | ||
Анса лармалли | 43 т | 43 т | 43 т | ||
Çунăк япала янтти | 14,4 т | 13,2 т | 16,5 т | ||
Крейсер хăвăртлăхĕ | 850 км/ч | 880 км/сех | 885 км/сех | ||
Инçе вĕçевĕ | 2100 км | 2020 км | 1890 км | ||
Эксплуатаци маччи | 12 100 м | 10 100 м | 11 900 м | ||
ХАЙ кирлĕ вăрăммăшĕ | 2400 м | 2850 м | 2400 м |
Самолёт çухатни тата катастрофăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2008 çул пуçламăш тĕлне Ту-134 тĕслĕ 69 самолёт çухатнă.[10]
Хыпар | Борт номерĕ | Катастрофа вырăнĕ | Инкеке лекнисем | Кĕскен çырни |
---|---|---|---|---|
14.01.66 | 45076 | х.ç. | 8/8 | Хăнăху вĕçевĕ |
19.11.69 | HA-LBA | Стамбул | 0/х.ç. | Анса ларнă чух ВПП айккинелле тухса ӳкнĕ |
23.05.71 | YU-AHZ | Риека | 78/83 | Кăткăс метео условисенче тĕп-тĕрĕс анма пултарайман[11] |
16.09.71 | HA-LBD | Киев | 49/49 | Ӗçлемен генераторпа анса ларнă чух виççĕмĕш хутĕнче çапăнать. |
16.07.72 | 65607 | Мускав ячĕллĕ канал | 0/х.ç. | Экипаж йăнăшне пула самолет тĕрĕслев вĕçевне Мускав ячĕллĕ канал тĕпĕнче вĕçлет. Фюзеляжне çекленĕ, çăлавçăсем валли тренажер вырăнне усă курнă. |
30.06.73 | 65668 | Шаблон:Иордани ялавĕАмман | 7+2/84 | Вĕçсе хăпарайман |
01.09.75 | DM-SCD | Лейпциг | 27/34 | Çӳлтен анса пынă чухне çӳллĕшне тĕрĕслеме маннă, самолет глиссадăран аялтарах анма тытăннă та çапăннă. СКК 5 çуллăха, экипажăн чĕрĕ юлнă ытти пайташĕсене – 3 çуллăха тĕрмене хупнă. |
02.01.77 | OK-CFD | Прага | 0/48 | Хăпарма пуçланă Ил-18 машинăпа ВАЙ çинче çапăнать |
02.04.77 | YU-AJS | Шаблон:Габон ялавĕЛибревиль | 8/8 | Япала турттаракан рейс, аннă чух çапăннă |
21.09.77 | HA-LBC | Румыни | 29/53 | Анса ларнă чух экипаж двигательсен хăвачĕ чакнине асăрхаман |
22.11.77 | DM-SCM | Берлин | 0/74+ | Анса ларнă чух автопилота чĕртмен |
16.03.78 | LZ-TUB | Враца патĕнче | 73/73 | Эшелонран тухса ӳкнĕ. Пĕтĕмпех паллă мар. |
22.05.79 | 65031 | Лиепая | 4/5 | Ытлашши тиенĕ самолет кăткăс метеоусловисенче анса ларайман.[12] |
19.05.79 | 65839 | Ӗпхӳ | 0/х.ç. | Анса ларнă чух шасси хĕсĕннĕ пирки ВАЙ йĕрĕнчен тухса ӳксе çулăма кĕнĕ. |
31.05.79 | 65649 | Тĕмен | 0/н.д. | Анса ларнă чух шасси шини çурăлса кайнă, гидравлика çĕмĕрĕлнĕ. Самолет çунса кайнă. |
11.08.79 | 65816 | Днепродзержинск | 94/94 | Диспетчер йăнăшĕпе сывлăшра тепĕр Ту-134 çапăннă. |
11.08.79 | 65735 | Днепродзержинск | 84/84 | Диспетчер йăнăшĕпе сывлăшра тепĕр Ту-134 самолётпа çапăннă. |
23.01.80 | SP-LGB | Варшава | 0/х.ç. | Анса ларнă чух ВАЙ йĕрĕнчен тухса ӳкнĕ. |
06.01.81 | 65698 | Адлер | 0/х.ç. | Анса ларнă чух чарак (тормоз) ĕçлеме пăрахнă |
28.06.81 | 65871 | Симферополь | 0/н.д. | Анса ларнă чух шасси шини çурăлнă |
17.06.82 | 65687 | Североморск | 18/19 | ВТИ самолет - лабораторийĕ. Экипаж диспетчер асăрхаттарнине итлемен, ана-лару курсне улăштарнă та сăрт çинчи радиомачтана пырса çапăннă. СКК чĕрĕ юлнă. |
14.08.82 | 65836 | Сухуми | 11+0/н.д. | Ту-134 вĕçсе хăпаракан йăрăм çине L-410 тухнă |
17.06.83 | 65657 | около Гали | 0/н.д. | Турбулентлăх йăрăмне лекнĕ, ăнăçлă анса ларнă, анчах та хытă çĕмĕрĕлнĕ. |
30.08.83 | 65129 | Алма-Ата | 90/90 | Анса пынă чухне экипаж çӳллĕш приборне пăхса пыман.[13] |
18.11.83 | 65807 | Тбилиси | 8/н.д. | Лайнера туртса илесшĕн пулнă. СКК самолет курсне çивĕччĕн пăрнă. Кабинăри террористсем пăшалран тĕл пеме пултарайман та вĕсене унтан тĕксе кăларнă. Аэропорта çитсен Ту-134 салонне спецназ штурмланă. Лайнер кăткăс манёвр пирки питĕ туйăмлă çĕмĕрелнĕ те ĕçрен кăларнă. |
10.01.84 | LZ-TUR | Софи | 50/50 | тăвăлра анса ларнă чухне çапăнать.[13] |
25.05.84 | х.ç. | около Донецка | н.д. | Çар самолечĕ кăлтăка лекет те сывлăшрах арканса каять. Лайăх юсаман пулнă. |
01.02.85 | 65910 | Минск патĕнче | 58/80 | Çуначĕсем пăрланнине пула Неживка ялĕ патĕнче ӳкет[14]. |
03.05.85 | 65856 | Львов патĕнче | 15+79/79 | Сывлăшра Ан-26 çулăннă[15] |
22.06.86 | 65142 | Пенза | 1/59 | Татăлнă вĕçев, самолет ВАЙ айкинелле тухса ӳкнĕ. Пĕр пассажирăн чĕре хĕсни пулса тухать. |
02.07.86 | 65120 | Сыктывкар | 54/94 | Борт çинчи вут-кăвар.[16] |
19.10.86 | C9-CAA | Вĕрçĕлен тăвĕсем | 34/44 | Аçа çумăрта анса ларнă чухне çапăннă. Мозамбик президенчĕ Самора Машел сарăмсăр вилет.[17] |
20.10.86 | 65766 | Куйбышев | 70/92 | СКК приборсене пăхса лартатăп тесе тавлашнă. 6 çуллăха тĕрмене хупнă. |
12.12.86 | 65795 | Берлин | 72/82 | Диспетчера ăнланса илеймен те хупăнчăк йăрăма анса ларасшăн пулнă.[11] |
23.07.87 | 65874 | Иваново | н.д. | пĕтĕмпех паллă мар |
17.02.88 | VN-A108 | Ханой | 0/х.ç. | пĕтĕмпех паллă мар |
27.02.88 | 65675 | Сургут | 20/51 | Анса ларнă чух çапăннă.[11] |
09.09.88 | VN-A102 | Бангкок патĕнче | 76/90 | Аслатиллĕ чух анса ларнă |
11.10.88 | OK-AFB | Прага | 0/н.д. | Хыттăн анса ларнă. Каярах лайнер фюзеляжĕнче буфет туса хунă. |
28.07.89 | 65670 | Улан-Удэ | 0/н.д. | Çар самолёчĕ. Каçпа аннă, ВАЙ йĕрĕнчен 300 м аякра анса ларнă. |
13.01.90 | 65951 | Первоуральск патĕнче | 27/71 | Борт çинче вут-кăвар сиксе тухнипе анса лармалла пулнă.[11] |
12.01.91 | VN-A126 | Хошимин | 0/76 | Анса ларнă чух сасартăк çӳллĕшне çухатнă |
24.01.92 | Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65053 | Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)Батуми | 0/х.ç. | Анса ларнă чух юртан тасатман ВАЙ çинчен тухса ӳкнĕ. |
27.08.92 | 65058 | Иваново | 84/84 | Аннă чух, ВАЙ йĕрĕнчен 2 çм сылтăм тĕлне тухнă. Иккĕмĕш çаврана çĕкленеймен. |
29.08.92 | Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65810 | Харьков | х.ç. | ВАЙ айккинелле тухса ӳкнĕ, пайсене сапаланă. |
20.09.92 | Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65809 | Шаблон:Абхази ялавĕСухуми | 0/н.д. | Абхази çарĕсем хăпарнă чух персе антарнă.[18] |
21.09.92 | Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65893 | Шаблон:Абхази ялавĕСухуми | 27/27 | Абхази ракета катерĕ персе антарнă. Тинĕсе ӳкнĕ.[18] |
23.09.92 | Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65001 | Шаблон:Абхази ялавĕСухуми | 1/х.ç. | Абхази çарĕсен миномёт çулăмĕпе çĕмĕрнĕ.[18] |
22.02.94 | HA-LBP | Будапешт | 4+0/0 | Вĕçеве хатĕрлекен ангарта çулăма лекнĕ. |
07.05.94 | 65976 | Архангельск | 0/62 | Анса ларнă чух гидравлика системинче сахал пусăма пула шассин сылтăм ури тухман. |
09.09.94 | 65760 | Жуковский патĕнче | 7/7 | Ту-22 бортпа çапăннă, çав самолёт тĕрĕслев вĕçевĕнче хыççăн вĕçсе пырса тепловизор çине ӳкерсе пымалла пулнă. |
18.11.94 | HA-LBK | Будапешт | 0/н.д. | Хăнăху вĕçевĕнчен анса ларнă чухне шассин малти урапине тытаканĕ тухмасть. |
11.12.94 | {{Ичкери ялавĕ}65896 | {{Ичкери ялавĕ}Грозный | 0/0 | Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă. |
11.12.94 | 65858 | Грозный | 0/0 | Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă. |
11.12.94 | 65030 | Грозный | 0/0 | Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă. |
11.12.94 | 65014 | Грозный | 0/0 | Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă. |
11.12.94 | 65075 | Грозный | 0/0 | Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă. |
15.04.95 | OB-1553 | Лима | 0/73 | Анса ларнă чухне шасси хĕсĕнсе ларать. |
24.06.95 | 65617 | Лагос | 16/80 | Шалкăм çумăрта ВАЙВ айăккине тухса ӳкнĕ[11]. |
05.12.95 | 65703 | Нахичевань | 52/82 | Сулахай двигателĕ çӳлле хăпарнă чух чарăннă, çапах та экипаж йăнăшпа сылтăм двигательне чарса лартнă. Аварилле анса ларнă.[19]. |
16.11.96 | VN-A114 | Дананг | 0/х.ç. | малти ури руль çулĕпе пынă чух хуçăлнă |
03.09.97 | VN-A120 | Пномпень | 65/66 | шалкăм çумăр вăхăтĕнче аннă чух çапăннă.[11] |
23.09.99 | 65626 | Грозный | 0/0 | Авиатапăну вăхăтĕнче Грозный аэропортĕнче çĕмĕрнĕ |
18.01.02 | 65004 | Пулково | н.д. | пĕтĕмпех паллă мар |
04.03.02 | х.ç. | Моздок | 0/х.ç. | ВАЙ айккинче 450 м анса ларнă, ĕçрен кăларнă |
24.06.03 | 65929 | Нягань | 0/11 | япăх юсанă хыççăн вĕçсе хăпарайман. |
24.08.04 | 65080 | Тула облаçĕ | 44/44 | Террорист-вилĕмçĕ сирпĕтнĕ. |
10.07.06 | 05 | Симферополь патĕнче | 0/29 | Çар самолечĕ. Гвардейское аэродромран вĕçсе хăпарнă чухне сулахай двигательне кайăк лекет; самолет ВАЙ ярăмĕнчен тухса ӳкет те ăна çулăм тивет.[20] |
17.03.07 | 65021 | Самар | 6/57 | Диспетчер тата экипаж йăнăшăвпе анса ларнă чух çапăннă. Самолетăн иккĕмĕш çаврана каймалла пулнă. |
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕр пек самолётсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Aerotransport.org
- ^ Ту-134 на сайте ОАО «Туполев» 2012 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Авиационный сленг 2
- ^ Д-30 (ПС-30) — Aviaros.ru
- ^ 1 тата 2 Air-bilet.ru 2006 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ ТОС — Ульяновский музей авиации 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Характеристики Ту-134А на сайте «RusAir»
- ^ Ту-134Б на сайте Avia.ru 2008 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Ту-134Ш на сайте AirWar.ru
- ^ http://aviation-safety.net/database/dblist.php?field=typecode&var=473%&cat=%1&sorteer=datekey&page=1 2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 тата 6 Авиакатастрофы самолетов Ту-134
- ^ Катастрофа Ту-134А Латвийского РПО ГА в Лиепае
- ^ 1 тата 2 ТЯЖЕЛЫЕ ПРОИСШЕСТВИЯ С САМОЛЕТОМ Ту-134 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Катастрофа Ту-134А Белорусского УГА в районе а/п Минск-2
- ^ Тяжелые происшествия с самолетом Ту-134 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Катастрофа Ту-134А Коми УГА в районе Сыктывкара
- ^ Катастрофа мозамбикского Ту-134 в Драконовых горах
- ^ 1, 2 тата 3 Уничтожение трех самолетов а/к Transair Georgia в ходе вооруженного конфликта в Абхазии
- ^ Катастрофа Ту-134Б-3 а/к 'АЗАЛ' в Нахичевани
- ^ http://www.youtube.com/watch?v=Dc2ExGJKjv0&feature=related
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ту-134 Викиампарта? |
- Туполев КБ 2012 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
- Харьковское государственное авиационное производственное объединение (ХГАПП)
- AirDisaster.Com База данных авиакатастроф 2006 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- Aviation-Safety.net Описания авиапроисшествий 2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
- Жирохов М.А. Гражданская авиация в огне гражданских войн 2008 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
- Фотографии Ту-134 на сайте ScaleModels.ru
- Л.Л.Селяков "ТЕРНИСТЫЙ ПУТЬ В НИКУДА. РАБОТА В ОКБ А.Н.ТУПОЛЕВА 2012 ҫулхи Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.