Хăватлă ушкăн
Курӑнакан калӑплав
«Хăватлă ушкăн» (Балакирев ушкăнĕ, Çĕнĕ вырăс кĕвĕ шкулĕ) — Сăваплă-Петĕрхулинче 1850-мĕш çулсен вĕçĕнче тата 1860-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çуралнă вырăс кĕвĕçисен пултарулăх ушкăнĕ. Ушкăнăн пайташĕсем: Милий Алексеевич Балакирев (1837-1910), Модест Петрович Мусоргский (1839-1881), Александр Порфирьевич Бородин (1833-1887), Николай Андреевич Римский-Корсаков (1844-1908) и Цезарь Антонович Кюи (1835-1918). Ушкăнăн шухăшлав хавхалантаруçи тата тĕп канашлавçи илемлĕх тишкерÿçи, выравçăпа архив ĕçченĕ Владимир Васильевич Стасов (1824-1906) пулнă.