Цветаева Марина Ивановна
Марина Ивановна Цветаева — вырăс сăвăçи, прозаик, тăлмач. 1892 çулхи юпа уйăхĕн 8 Мускавра çуралнă. 1941 çулхи çурла уйăхĕн 31 çакăнса вилнĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Марина Цветаева Иван Владимирович Цветаев профессор çемьинче çуралнă. Амăшĕ — Мария Александровна Мейн-Цветаева. Ачалăх çулĕсем Марина Цветаевăн Мускавра тата Таруса хулинче иртнĕ. Халĕ Таруса хулинче Цветаевăн музейĕ пур.
1906 çулта амăшĕ вилнĕ хыççан Марина хăйĕн Анастасия йăмĕкĕпе ашшĕпе юлнă. Мускавра, Швейцари тата Германи пансионĕсенче вĕреннĕ. Хăйĕн малтанхи сăввисене пичетленĕ хыççăн унпа Брюсов, Волошин тата Гумилев çавăçсем кăсăкланма пуçланă.
1912 çулта Эфрон Сергей Яковлевича качча тухнă. Граждан вăрçи вăхăтĕнче шуррисем майлă çапăçнă пирки Сергей Эфронăн эмиграцине кайнă. 1922 çулта Марина Цветаева та хăй çуралнă çĕршывне пăрахса Берлина куçса кайнă. Ун хыççăн вăл Прагăра, Францире пурăннă.
1925 çулта унăн ывăлĕ çуралнă.
1939 çулта упăшкипе хĕрĕ хыççăн СССРа таврăннă. Анчах тăван çĕршывра синкек çине синкек тухнă. Малтан, çурла уйăхĕн 27 хĕрне ареслĕнĕ, кайран, юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче — упашкине.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хĕрĕпе пĕрле Елабуга хулане куçса кайнă. Унта пĕчченлĕхе пула тата тăвансен пурнăçĕ ăнманнине пула хăйĕн пурăçне çакăнса татнă.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Марина сăвăсем çырма ултă çултанпах пуçланă. Вырăсла кăна мар, французла та çырнă.
Тăванĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Цветаева Марина Ивановна Викиампарта? |
- Анастасия Ивановна Цветаева (1894-1993) — йăмăкĕ.
- Эфрон Сергей Яковлевич (1893—1941) — упăшки.
- Эфрон Ариадна Сергеевна (1912—1975) — хĕрĕ.
- Эфрон Ирина Сергеевна (13.04.1917—15 (16?).02.1920) — хĕрĕ (Кунцево ача-пăча приютĕнче выçса вилнĕ).
- Эфрон Георгий Сергеевич (ăна тата Марина «Мур» тесе чĕннĕ) (01.02.1925—<?>.07.1944; аманса вилнĕ?)