Ъ
Курӑнакан калӑплав
Ъъ, — чăваш алфавитĕнчи вăтăр иккĕмĕш саспалли. Унӑн ячĕ — «хытăлăх палли». Ăна хупă сасă хыççăн, е, ё, ю, я-ччен кăна лартаççĕ. И.Я. Яковлев хăйĕн малтанхи алфавитне кĕртнĕ пулнă, вăл ă сасса пĕлтернĕ. 1872 çулта ăна алфавитран кăларнă. Апла пулин те çынсем унпа çырура çав йÿнпе усă курма пăрахман. Типографисенче çеç ялан çĕнĕ йĕркепе туса пынă.
Çĕнĕ чăваш çырулăхне 1938 çулта кĕртнĕ. Çырура нимĕнле сасса та пĕлтермест, тĕрĕсрех ăна уйрăлу палли те тему пулать. Чăваш сăмахĕсенче е, я саспаллисем умĕн çырнă: тухъя, кĕсъе (кăçа), Патăръел. Орфографин çĕнĕ правилисем (1994) тăрăх ъ палла чăваш сăмахĕсенче çырмаççĕ, вăл вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсенче çеç тĕл пулать: съезд, подъезд, разъезд.