Ефимов Лев Архипович
Лев Ефимов | |
Çуралнă чухнехи ят: | Ефимов Лев Архипович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1953, раштав, 3 |
Çуралнă вырăн: | Какаç ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР |
Ĕçлев тĕсĕ: | тăван ен тĕпчевçи, историк |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Лев Архипович Ефимов — чăваш çыравçи, историк. Вăл 1953 çулхи раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Какаçра хресчен çемйинче çуралнă.
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш Енĕн Муркаш районĕнчи Тивĕшри вăтам шкулта вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчĕн ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕнĕ.
1973 – 1975 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. Çартан таврăнсан Чăваш Сурăм шкулĕнче физкультура тата акăлчан чĕлхине вĕрентме тытăнать. Çак хушăрах «Сорма» колхозра спорт инструктăрĕнче ĕçлет. Л. А. Ефимов 1980 çулта республикăри «Урожай» (Тырпулăх) ирĕклĕ спорт пĕрлĕхĕн путевкипе Мускаври çуллахи XXII Олимп вăййисене курма тивĕç пулнă. Ĕçленĕ хушăрах педагог 1982 çулта И. Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнчи истори факультетĕнче вĕренсе тухнă.
1985 çулта ăна СССР Географи пĕрлĕхĕн чăн пайташĕ шутне кĕртеççĕ. Шкулта тăван ен тĕпчев тата çулçӳрев ушкăнне ертсе пынă май вăл çулсеренех тăван район, республика, çĕр-шыв тăрăх çулçӳревсемпе куравсене илсе çӳресе шкул ачисене тăван ене, çĕршыва юратма, тĕпчеме вĕрентет.
1999 çулта истори наукисен кандидатне Л.А. Ефимова Чăваш патшалăх педагогика университечĕн истори кафедрине преподавательте ĕçлеме йышăнаççĕ. Студентсене «Чăваш Енĕн историйĕ» курс вĕрентет, диплом ĕçĕ çыракан студентсен ăслăлăх ертӳçи пулса тăрать.
Ытти пултарулăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Лев Архипович пултаруллă учитель çеç мар, вăл - ăста платник та, кăмакаçă та, кĕтӳçĕ те, купăсçă та. Кунпа пĕрлех - çăматă йăвалакан, хурт-хăмăр ăсти.
Пултарулăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Л. А. Ефимов районти, республикăри хаçат-журналсенче 100 ытла истории статйисемпе документла очерксем пичетленĕ. Вăл çавăн пекех 50 ытла наука ĕçĕ çырнă.
Уйрăм кăларăмсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- "Элĕк енĕ", Элĕк, 1994.
- «Аликово: вчера и сегодня»
- «Системы просвещения нерусских народов и чувашские школы Поволжья и Приуралья»,
- «Страницы истории Чувашии»
Статйисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- "Историческое краеведение в школах Чувашии",Шупашкар, ЧНИИ, 1988.
- "Педагогическое наследие И. Я. Яковлева и его использование в современной школе", Шупашкар, 1988.
Хисепĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Хисеп хучĕсем
- Сĕтел çине лартмалли медаль
- «Чи паллă истори вĕрентӳçĕ» ăмăртăвăн финалисчĕ, 1992