Хисеп (грамматика)
- Ку ăнлава хисеп ячĕ тенипе ан пăтраштарăр
Хисеп, — япала ячĕпе глаголăн япала пĕчченнине е нумаййине тӳрех е унăн ĕçĕ урлă кăтартакан грамматика категорийĕ.
Чăваш чĕлхинче хисеп категорийĕ икке уйрăлать:
- пĕрреллĕ хисеп
- нумайлă хисеп.
Вĕсем пĕр-пĕрне хирĕçле ăнлавсем. Тĕслĕхрен, япала ячĕн хисеп категорийĕ япала е пĕчченнине, е нумаййине пĕлтерет. Япала ячĕ пĕрреллĕ хисеприне кăтартакан ятарлă аффикс çук (сĕтел, çын, лаша, юман). Япала нумаййине пĕлтерме пуçламăш формăри япала ячĕ çумне чăваш литература чĕлхинче -сем аффикс хушăнать: сĕтелсем, çынсем, лашасем, юмансем. Чăваш чĕлхинче шутласа кайма май пур кашни япала ятĕнченех нумайлă хисеп форми тума май пур. Яланах нумайлă хисеп форминчи япала ячĕсем чăваш чĕлхинче тĕл пулмаççĕ. Хăш-пĕр чухне япала ячĕн нумайлă хисеп форми япала нумаййине пĕлтермест, тĕсл.: Эпĕ Кольăсем патне кайрăм.
Глаголăн хисеп форми ĕçе тăваканни миçен (е пĕччен, е нумаййăн) пулнине пĕлтерет. Пĕрреллĕ хисеп форминче хисепе пĕлтерекен ятарлă паллă (аффикс) çук; япала ячĕ пекех, вăл нумайлă хисеп форминче çеç тĕл пулать. Танлаштарăр:
- эпĕ вулатăп — эпир вулатпăр
- эсĕ вулатăп — эсир вулатăр
- эпĕ вуларăм — эпир вуларăмăр
- эсĕ вуларăн — эсир вуларăр.
Глаголăн сăпатсăр формисем (причастипе деепричасти тата инфинитив) япала ячĕ пĕлтерĕшлĕ мар чухне нумайлă хисеп форминче пулмаççĕ.